Рассказ на чувашском языке о кошке
Домашние животные (РЧС,СВ)
Раздел Русско-чувашского словаря под редакцией Сергеева Л.П., Васильевой Е.Ф.
баран — така
рог барана, бараний рог — така мăйраки
баран бодается — така тĕкет, така сĕкет
бык — вăкăр
племенной бык — ăратлă вăкăр
бык ревет — вăкăр мĕкĕрет
бык бодается — вăкăр тĕкет, вăкăр сĕкет
верблюд — тĕве
жеребенок — тиха
жеребенок-первогодок — кăçалхи тихă
жеребенок-стригунок — юпах тиха
жеребенок лежит — тиха выртать
жеребец — ăйăр
жеребец фыркает — ăйăр тулхăрать
кабан — сысна аçи
кобель — йытă аçи
кобель лает — йытă аçй вĕрет
кобыла — кĕсре
рыжая кобыла — çӳрен кĕсре
кобыла ржет — кĕсре кĕçенет
коза — качака
старая коза — ватă качака
коза блеет — качака макăрать
козел — качака таки
козел бодается — качака таки тĕкет, качака таки сĕкет
козленок — качака путекĕ, качака путекки
козленок прыгает — качака путеккй сиккелет
конь — лашă, ут
гнедой конь — тур лаша, хура ут
вороной конь — хурă лашă, йăм хурă ут
саврасый конь — хăлă лаша, хăлă ут
сивый конь — кăвак лаша, кăвак ут
пегий конь — ула лаша, ула ут
бурый конь — пăвăр лаша, пăвăрлă ут
корова — ĕне
комолая корова — мăкла ĕне
молочная корова — сĕтлĕ ĕне
рыжая корова — хĕрлĕ ĕне
пестрая корова — ула ĕне
доить корову — ĕне су
кот — кушак аçи, аçа кушак
ленивый кот — кахал кушак аçи
кот любит сметану — кушак аçи хăйма юратать
котенок — кушăк çури
маленький котенок — пĕчĕк кушак çури
котенок играет — кушак çури вылять
кошка — кушак
старая кошка — вăтă кушак
пестрая кошка — ула кушак
лошадь — лаша, ут
табун лошадей — лаша кĕтĕвĕ, ут кĕтĕвĕ
запрячь лошадь — лашă кӳл, ут кӳл
распрячь лошадь — лаша тăвар, ут тăвар
овца — сурăх
белая овца — шурă сурăх
черная овца — хура сурăх
стадо овец — сурăх кĕтĕвĕ
поросенок — сысна çури
три поросенка — виçĕ сысна çури
поросенок хрюкает — сысна çури нăриклетет
свинья — сысна
большая свинья — пысăк сысна
свинья хрюкает — сысна нăриклетет
скот, скотина — выльăх
худой скот, худая скотина — начăр выльăх, ырхăн выльăх
крупный скот, крупная скотина — шултрă выльăх
собака — йытă
злая собака — хаяр йытă
бешеная собака — урнă йытă
собака лает — йытă вĕрет
теленок — пăру
теленок мычит — пăру макăрăть
телка — тына
пегая телка — ула тына
телка пьет молоко — тына сĕт ĕçет
щенок — анчăк, йытă çури
щенок играет — ăнчăк вылять, йытă çури вылять
ягненок — путек
ягненок скачет — путек сикет
Детские рассказы чувашского просветителя и педагога И.Я.Яковлева (на чувашском языке)
Страницы работы
Содержание работы
Сирĕн автан çапла-и?
Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлха çыхма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхăнтарса пĕтертĕм.
Анне çакна курчĕ те:
Манăн Михала ятлă юлташ вĕр çĕнĕ пушă яврĕ. Çав пушшипе куракана пĕрне çапатчĕ. Пĕрре çапла çисе ларакан йăмăкĕ патне пычĕ те пушшипе шарт! тутарчĕ пуçĕнчен. Йăмăкĕ йĕре пуçларĕ. Амăшĕ илтрĕ те чупса та кĕчĕ. Михаларан пушшине туртса илчĕ те хăйне çаптара пуçларĕ.
Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ тесе çавăнпа каланă пулĕ.
Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:
— Лаша курмарăр-и? – тесе.
Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:
Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:
— Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.
— Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.
Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:
Пирĕн Хураçка ятлă пысăк йытă пурччĕ. Эпĕ ăна хĕлле пĕчĕкдĕ çунана кÿлтĕм. Хам çуна çине лартам та:
Пĕр аслă кÿлĕре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сĕрее çÿpeççĕ тет.
Чăвашсем сĕрее кăлармассерен:
Мăкшăсем сĕрее кăлармассерен:
ÇУХАЛНĂ УКÇА ТУПĂННИ.
Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вара çавне пĕлчĕç тет вара.
Пĕр ачанăн кулачă çиесси пит килнĕ тет, ашшенĕ пасара каймассерен кулачă илсе кил тесе ярать тет.
Пĕре пасар кунĕ ашшĕ çакнă хутаçа çăкăр чиктерет тет те кăк кăклама ертсе каять тет. Ана çине çитсен:
Хай ача кăклать- кăклать тет те çăкăрне пырса пăхать тет – çăкăр кулачă пулман тет. Пăртак тăрсан татах пăхать тет, татах пулман тет.
Каçалла та суланса пырать тет, ĕнтĕ хырăмĕ темĕн пекех выçса кайрĕ тет çакăн – çăкăр çаплах кулачă пулман тет. Касать тет те çăкăра тăвăр сапса çиет тет – ай-ай тутланса кайнă тет çăкăр, кулачăран та тутлă тет.
Тепĕртакран ашшĕ пасартан таврăнчĕ тет.
— Çăкăр кулачă пулчĕ –и, ывалăм? – тесе ыйтать тет.
Пĕр карчăкăн ĕнепе качака таки пулнă. Ĕнепе качака таки кĕтĕве пĕрле çÿренĕ. Ĕни сунă чухне пĕртте тăп тăман. Пĕрре карчăк тăвар сапса çăкăр илсе тухнă та ĕнене йăпатса:
Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах тăрать, тапранмасть те. Вăл карчăк ĕнине тăп тăрсан çăкăр парăп тенине ман-ман.
Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак илсе çаптаркаласа ярать. Качака таки кайсан карчăк каллех ĕнине çăкăр парса йăпата пуçлать.
Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тараст! тутарать карчăка. Карчăк сĕчĕ-мĕнĕпех пăлтăр-палтăр чикеленсе кайрĕ тет вара.
Туман тихан пилĕкне ан хуç теççĕ çав.
Икĕ çын пĕрлешсе ĕçе кайнă тет, ĕçлесе виçĕ тенкĕ укçа тупнă тет. Çав укçана уйăраймасăр тавлашса виçĕ кун ирттерчĕç тет. Алла тавлашса ирттериччен тата виçĕ кун ĕçленĕ пулсан миçешер тенкĕ тивĕччĕ вĕсене?
Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала теççĕ.
Тилĕ иçĕм çырли пахчи патне пырса тăнă тет. Иçĕм çырли çупкăмĕсем пахчара ярăмăн-ярăмăн çакăнса тăраççĕ тет. Тилĕ икĕ уранăн та тăрса кармашса пăхать тет, сиксе те пăхать тет, çырлине ниепле ярса илеймест тет. Шалт супса пĕтрĕ тет те хайхи кайрĕ тет вара мăйне-куçне пăркаласа:
Виçĕ çын утта кайнă тет. Вĕсен лаши лачакана путса ларнă тет. Çыннисем пĕри Каринкке ятлă, тепри Емелкке ятлă, висççĕмĕшĕ Çаманкка ятлă пулнă тет. Çаманкка калать тет:
Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Хапхи калать:
Анать вăкăр шыва куллен-кун.
— Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тет.
— Манăн та мĕкĕрсе анас, — тет. Мĕкĕрсе анать шыв хĕррине. Шыв калать:
— Мĕншĕн, вăкар, мĕкĕретĕн?
— Мĕкĕрмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать.
Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр.
Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ÿсеççĕ. Çав çарана эпе лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç.
Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кÿтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те:
Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун хыççăнах тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ.
— Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем.
Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса.
Кĕркунне кăткăсен туллине нÿр çапнă. Вĕсем ăна типĕтме тытăнна. Пĕр выçă аптранă шăрчăк вĕсенчен çиме ыйтнă.
— Епле эсĕ çулла ху валли çиме хатĕрлеймерĕн? – тесе каларĕç тет кăткăсем кăна.
— Манăн та хумханас, — тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать:
— Шыв, мĕншĕн хумханатăн? — тет.
— Хумханмасăр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.
— Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Киле таврăнать. Хунямăшĕ чуста çăрать.
— Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет.
— Ăсса килмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, тет.
— Манăн та чустана кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Ывалĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать:
— Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет. Амăшĕ калать:
— Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ.
— Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:
Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă:
Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм.
Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те:
Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте манă панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ:
— Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать тесе ахаль каламан çав ваттисем.
Яковлев И. Я. Ача-пăча калавĕсем / И. Я. Яковлев. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2013.
Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысак карсак уçланка сиксе тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать:
— Мĕншĕн эсĕ çав мулкача тытмастăн?—тет.
— Пысак ытла, вай çитес çук: эсĕ ăна çаклатăн та, вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ,—тет.
Çамрăк тăмани калать:
— Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам,— тет.
Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнченярсаилет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытатьте шухашлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять.
Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ÿт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта аçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет.